Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсем: музыка училищи

Чӑвашлӑх Г.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ
Г.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ

Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, Шупашкар администрацийӗн Г.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци интернат лицейӗн ҫуртне юсамалла. Анчах лицее Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищипе пӗрлештерес ӗҫ пырать-мӗн. Училищӗне ҫӗнетмелли проект документацине йышӗнни пирки хыпар сарӑлнӑ.

Документпа килӗшӳллӗн, училищӗне ҫӗнетнӗ май пристрой тума палӑртнӑ. Вӑл Г.Лебедев ячӗллӗ Чаваш наци интернат лицӗйӗн пултаруллӑ ачисем валли пулӗ-мӗн.

Асилтерер: ЧР Аслӑ сучӗ пркуратура майлӑ пулса ҫурта 2015 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗччен юсамалла тесе йышӑннӑччӗ. Прокуратурӑри суд искӗнче каланӑ тӑрӑх, лицей мӗнле пулнӑ — ҫапла кирлине палӑртнӑ.

Шел те, хула администрацийӗ лицее суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫав вырӑнтах ҫӗнетсе хута ярасшӑн марри куҫкӗрет.

 

Культура

Кӑҫал, Культура ҫулталӑкӗнче, Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищи — 85 ҫул, Шупашкарти ӳнер училищи 80 ҫул тултарать. Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ вара тӗнче тетелӗнчи конкурса хутшӑнма чӗнет. Вӑл — «Хамӑрял юррисем» (оригинал ячӗ ҫавнашкал — ред. асӑрхавӗ) конкурс.

Ӑна Раҫҫейри тӗрлӗ регионта, ытти ҫӗршывра пурӑнакан чӑваш наци халӑхне пултарулӑх тӗлӗшӗнчен пӗрлештерес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.

Авӑнӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 31-мӗшӗччен видеоматериалсене йышӑнаҫҫӗ. Чӳкӗн 12-мӗшӗччен ҫӗнтерӳҫӗсене суйлаҫҫӗ, ҫак тапхӑрта пӗтӗм видеоролике «YouTube» канала вырнаҫтарӗҫ.

«Хамӑрял юррисем» конкурса уйрӑм ҫынсем те, профессионал вокал тата хор ушкӑнӗсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Видеороликӑн 6 минутран ытларах пулмалла мар.

Тӗплӗнрех ҫак адреспа ыйтса пӗлме пулать: Шупашкар хули, Энтузиастсен урамӗ, 26-мӗш ҫурт, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ. Е 8(83352) 33-09-69 телефонпа шӑнкӑравламалла. Электрон почта: chgiki.onitr@mail.ru.

 

Персона

Ҫак кунсенче Шупашкарти музыка училищине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма паллашнӑ. Коллектива тата студентсене унпа республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов паллаштарнӑ.

Тӳррипе, паллаштарнӑ тени тӗрӗсех те мар, мӗншӗн тесен директор пуканне йышӑннӑ Наталья Яклашкина музыка училищинче тӑрӑшакансемшӗн ҫӗнӗ ҫын мар. Унта вӑл дирижер ӗҫне хӑнӑхтаракан тата хор класӗн преподавателӗ пулса тӑрӑшнӑ. Наталья Морисовна Чулхулари патшалӑх консерваторийӗнче ӑс пухнӑ. Ятӗнчен вулакан ӑнланчӗ-тӗр — ҫӗнӗ директор Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин ертӳҫин тата дирижёрӗн Морис Яклашкинӑн хӗрӗ пулать.

 

Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищи республикӑн Культура министерстви пулӑшнипе ҫамрӑк композиторсен республикӑри II уҫӑ конкурсне ирттересси пирки пӗлтерет. «Атӑл ачисем» ят панӑскерте хутшӑнас тесен заявкӑсене ҫитес уйӑхӑн 18-мӗшӗччен музыка училищинче йышӑнаҫҫӗ. Конкурс юпан 19-мӗшӗнче пулӗ.

Унта ача-пӑча музыка шкулӗсенче вӗренекен 12–15 ҫулсенчи ачасене тата музыка училищисенче, колледжсенче, ӳнер училищисемпе аслӑ шкулсенче вӗренекен 16–20 ҫулхи ачасене йыхравлаҫҫӗ. Конкурса Федор Павлов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

 

Ҫӗнтерӳ ҫунат хушать
Ҫӗнтерӳ ҫунат хушать

Шупашкарти С.М. Максимов ячӗллӗ музыка училищинче флейта ӑсталӑхне туптакан ачасем Испанирен ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Кун пек пысӑк ӑнӑҫу вӗсемшӗн пӗрремӗш хут мар пулин те малти вырӑна тухма кӑмӑлли каламасӑрах паллӑ.

Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи «Кӗвӗ-ҫемӗ Ривьери» конкурсра вӗсем кашни ушкӑнрах тата номинацирех ҫӗнтерме пултарнӑ. Ачасем чӑвашсен, вырӑссен, ют ҫӗршыв композиторӗсен 23 хайлавӗпе сцена ҫине тухнӑ. Вӗсене кӗвӗ-ҫемӗ тӗнчине илсе кӗрекенни — Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анжела Сидорова.

Сӑмах май, музыка училищинче вӗренекенсен пултарулӑхӗпе испан халӑхӗ кӑна мар, Францирен, Германирен, Италирен килнӗ туристсем те хаваспах паллашнӑ-мӗн.

Инҫе ҫӗре кайнӑ Шупашкар ачисен асӗнче ҫул май Франципе Германи ҫӗршывӗсенче тата Монакопа Мотне-Карло хулисенче пулни те чылайлӑха асра юлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62705.html
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуçламăшĕнчи сÿрĕклĕх сирĕлĕ те вăй кĕрĕ. Сирĕн пысăк ĕçе пуçлăх, ĕçтешсем хаклĕç. Анчах эрне тăршшĕпе ытлашши ывăнма ан тăрăшăр. Канмалли кунсене хула тулашĕнче ирттерĕр.

Ҫу, 20

1843
181
Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ.
1889
135
Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ.
1895
129
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
95
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1952
72
Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
2000
24
Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть